Ака уйăхĕн 23-мĕшĕ. Чăваш чĕлхине халалланă эрне малалла тăсăлать. Тăван чĕлхемĕре сыхласа-упраса хăварас, аталантарас тата халăхра сарас тĕлĕшпе шкулсенче те нумай тĕрлĕ ĕç пулса иртет. Шупашкар округĕнчи Шăмăш шкулĕ те айккинче тăрса юлмарĕ, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» акцие хаваспах хутшăнчĕ. Диктант çырма ачасем те, вĕрентекенсем те кăмăл турĕç. Вун пилĕк çынран улттăшĕ чи пысăк хака тивĕçрĕ, „5“ паллă илме пултарчĕ.
Саламлатпăр!
