НЕДЕЛЯ ЧУВАШСКОГО ЯЗЫКА И КУЛЬТУРЫ
Чáваш чéлхи – тáван чéлхе
Эс – чун пахи, эс – чун уççи.
Чáваш чéлхи – тáван чéлхе
Пин чéлхерен чи çéпéççи!
Ака уйǎхĕн 20-25-мĕшĕнче Шăмăшри пĕтĕмĕшле пĕлу паракан тĕп шкулта чǎваш чĕлхипе культури эрни иртрĕ. Кăҫал усал чире пула мероприятисем дистанци мелĕпе иртрĕҫ. Çапах та чăваш чĕлхи кунне халалласа ачасемпе вĕрентекен тĕрлĕрен ĕҫе хутшăнчĕҫ. Ачасем чǎваш халǎх юмахĕсемне вуларĕҫ, чăвашла мультфильмсем пăхрĕҫ, Чăваш наци музейĕнчи виртуаллă выстăкăпа паллашрĕç. Унсăр пуҫне вĕренекенсем И. Я. Яковлев çинчен тунǎ презентаципе паллашрĕҫ. Хаваспах республикăра Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен ÿкерчĕксен конкурсне ĕҫсем ярса пачĕҫ. Çавăн пекех чăваш çыравçǎсен сǎввисене вулакансен конкурсĕ те кǎткǎслǎ иртрĕ. Ачасемпе вĕрентекен ЧРВИ (ЧРИО) тата Чăваш наци библиотеки ирттернĕ #ЧӐВАШ_ЧĔЛХИ#ЛЮБЛЮЧУВАШСКИЙ акцие те хутшăнчĕҫ. Кунта 5-9-мĕш классенче вĕренекенсем те савǎнсах чăвашла сăвăсем вуларĕç. Чи лайǎх вулакансене ҫитес вăхăтра грамотǎсем парса чыслăпăр. Паллах ку ĕҫе шкулта уроксем ирттерме пуҫласан тин пурнăҫлама пулать. Кунашкал лару-тăрура шкулти мероприятисене хастар хутшăннăшăн, паллах, ачасене те, весен ашшĕ-амăшне те пысăк тав сăмахĕ каламалла! Тав пурне те! Пурте сывă пулар!