Константин Иванов хăйĕн çиçсе тăракан пысăк талантне пĕтĕмпех чăваш халăхне панă, чăваш литературине классика тÿпине çĕкленĕ, хăйĕн вун çичĕ çулхи чĕринчен кăларса çитес çулсене, малашлăха «Нарспи» поэмине вĕçтернĕ. «Нарспи» поэми чăваш чĕлхин классика хайлавĕ кăна мар, тĕнче классикине те кĕрет. Миçе чĕлхене куçарман-ши ăна? Вырăсла çеç «Нарспие» 6 сăвăçă куçарса калăпланă. Кӑҫал 2018 ҫулта вилемсӗр «Нарспи» поэми пичетленсе тухнӑранпа 110 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май 8 класра «Нарспи» лиро-эпикӑллӑ поэмӑна вуланӑ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӱ урокне эпир урок-ӑмӑрту майлӑ ирттертӗмӗр. Урока чи малтан Константин Иванов пултарулӑхне аса илсе тест (блиц опрос) иртрӗ. Унтан вара «Нарспири» сӑнарсене, илемлӗх мелӗсене, поэма чӗлхине, темипе проблемине пӑхса тухрӑмӑр. Ачасем ушкӑшпа та, уйрӑм та ӗҫлерӗҫ.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: «Нарспи» поэмăн темипе тĕп шухăшне тĕрлĕ меслетсемпе мелсемпе тупма хăнăхтарасси. Хайлаври сăнарсене, вĕсен ĕçĕ-хĕлне, шухăш-кăмăлне хакласси (характеристика); ĕçсемпе пулăмсен çыхăнăвне, хирĕçÿлĕхне палăртасси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: Учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, илемлĕ вулав, словарь ĕçĕ,фонетика зарядки, физкультминутка туни, тестсемпе, карточкăсемпе ĕçлени, таблицăллă, чечеклĕ кластер туни, илемлĕх мелĕсене палăртни, икĕ енлĕ дневник ăсталани, йăнăшсем тупни.
Урокри кану саманчӗ вара ачасен кӑмӑлне кайрӗ, вӗсем поэма сӑвви тӑрӑх ҫырнӑ «Нарспи юррине» итлерӗҫ. Пӗтӗмӗшле илсен урок аван иртрӗ. Паллах ҫитменлӗхсем те пулчӗҫ: вӗренекенсене ытларах калаҫтармалла, чӗлхене аталантармалла, калас шухӑша тӗрӗс йӗркелесе каламалла.