"Чăваш ачи тата хĕрĕ" кĕрешӳ

          Нарăс уйăхĕн вĕҫĕпе пуш уйăхĕн малтанхи кунĕсенче Шăмăш  шкулĕнчи арҫын ачасем хушшинче «Чăваш ачи- маттур ача» тата хĕр ачасем хушшинче «Чăваш хĕрĕ - сарă хĕр» кĕрешӳ пычĕ. Кĕрешĕве хутшăнас текенсем пушă вăхăт тупса ыйтусем ҫине хуравсем пачĕҫ, чăвашла пĕлнине кăтартрĕҫ. Арҫыначасем хушшинче 6-мĕш класра вĕренекен  Димитриев Максим «чи маттур ача»,  хĕр ачасенчен Фёдорова Анна «сарă хĕр» ячĕсене ҫĕнсе илчĕҫ. Ҫĕнтерӳҫĕсем парнесем илме тивĕҫ пулчĕҫ.